Top 10 similar words or synonyms for суворова

одного    0.991480

глазами    0.991274

тайны    0.990450

роли    0.990396

третьего    0.990268

притчи    0.988923

дальнего    0.988285

революция    0.987639

геродота    0.987317

бог    0.987121

Top 30 analogous words or synonyms for суворова

Article Example
Францин Аслă революциĕ Çавăн чухне ăна хирĕç Австрирен, Раççейрен, Сардинирен, Турцирен тăракан çĕнĕ коалици çуралать. Император Павăл I Италие Суворова ярать, вăл унта французсене çĕнтерсе пырса 1799 çулхи кĕр патнелле пĕтĕм Италие тăшманран тасатать. Патшалăхри ĕçсем ăнса пыманни çумне 1799 çулхи тулаш кăлтăксем хушăнаççĕ, çакăн хыççăн директорие Египета республикăн чи хевтеллĕ çарпуçа янăшăн ӳпкелеме тытăнаççĕ. Европăри лару-тăрăва пĕлсен, Бонапарт Францие васкаса каять. Брюмерăн 18-мĕшĕнче (чӳк, 9) пăтăрмах сиксе тухать, 3 консулран — Бонапарт, Роже-Дюко, Сийес — вăхăтлă ертӳçлĕх йĕркелеççĕ. Çак патшалăх пăтăрмахне «брюмерăн 18-мĕшĕнчи» теççĕ тата ахаллĕн вăл франци революцийĕн пĕтнĕ кунĕ шутланать.
Тан касакĕсем 1760 çулта Краснощеков Федор Иванович, Луковкин, Туроверов тата Попов тан касак текĕрчисем берлин экспедицинче палăраççĕ, ун вĕçĕнче 1760 юпа ,9 раççейсем пруссен тĕп хулине Берлина йышăнаççĕ. II Кĕтерне саманинчи Крымшăн тапăшнă турккă вăрçинче (1762—1774) 22 000 тан касакĕ (Вĕсене Румянцев вырăс çарĕнче Иловайский тата Долгоруков кнеç çарĕнче Себряков ертсе пынă). 1775 çулта Пăкач пăлхавне пусарсан, çар ĕçĕнче хастар пулнă 65 тан касакне II Кĕтерне арăм-патшан Лейб-Гварди касак полкне — чап конвойне — илеççĕ. Тан çарĕн чикки Кубань шывĕ тăрăх пынă, ун çинче 4 карман, 20 редут, нумай сăнав турулĕ лартнă, вĕсем çине пĕрмаях черкессем тата нохайсем тапăннă. 1782 çулта Александр Васильевич Суворов 16 ротă пехотăпа, 16 эскадронпа тата Иловайскийĕн 16 тан полкĕпе чикĕ хĕррине çитет те нахай уртине çĕмĕрет. Çакăн хыççăн 1792 çулта Екатеринодар кармана никĕслеççĕ, Хура тинĕс касак çарне (Кубань касак çарĕ) йĕркелеççĕ. 1787—1791 çулсенче Турципе вăрçса Раççей çарĕ Таная çитет, 1790 çулхи раштав, 11 Суворов ертсе пынă вырăс çарĕ Исмаила туртса илет, çапăçусенче Орловпа Платов 13 000 тан касакĕ юн тăкать. Исмаил кармана илнĕ хыççăн Кутузова хула комендант вырăнне лартаççĕ. 1794 çулта Польша вăрçинче Раççей Неманпа Буг таран çĕрсене тата Курлянди кĕпернине хăй çумне çыпăçтарать. Вăрçа Орлов, Себряков, Лащилин, Янов, Денисов майорсем тата Денисов полковник касак полкĕсем хутшăнаççĕ. 1799 çулта императăр Павăл Францине хирĕç вăрçă пуçлать, Суворова Итали харçине тухма хушать. Çак харçăра Адриан Карпович Денисов ертсе пынă 8 тан полкĕ хутшăнать. 1801 çулта Павăл императăр Индире колони çĕнсе илес ĕмĕтпе Англие хирĕç вăрçă пуçлать. 20 000 тан касакĕсене Инди харçине ăсатнă. Александр I 1805 çулта 2 № Сысоев тата 3 № Ханженков полкĕсемпе вырăс корпусне Кутузов çарпуçĕпе Наполеона хирĕç кĕрешекен австри çарĕсене пулăшу пама янă. 1808—1809]] çулсенче Киселёв 2 № Тан полкĕ Швеципе Финлянди çĕрĕшĕн çапăçнă. 1806—1812 çулсенче 4 №, Денисов 7 №, 8, 11 Иловай № тан полкĕсем Турципе Танай тăрăхĕнче çапăçнă. 1812 çулта Наполеона хирĕç Тан çарĕ 50 полк (50 000 çына яхăн) тăратнă. Атаман Платов вырăс çарĕ чакса пынă чух Польшăра Багратиона хыçран хӳтĕленĕ.